Кӑсӑклӑ
Ял пурнӑҫӗ
«Нелидовские Известия» хаҫатри сӑн Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Газ кӗртессин чи малтанхи тапхӑрӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсем тӗлне килнӗ. Ун чухне керосинкӑсене парахӑҫласа баллонлӑ газпа уҫӑ курма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе Канаш хулинче пуҫласа яма Елчӗк районӗнчи Тӑрӑмра ҫуралса ӳснӗ Н.И. Викторов та хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл вакунсем юсакан заводра тӗп энергетик пулса ӗҫленӗ. Каярахпа пирӗн ентеш Канашри тата Ҫӗнӗ Шупашкарти партин хула комитечӗсене, Чӑваш АССРӗн облаҫри профсоюз советне ертсе пынӑ, республика правительствин председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Асаилӗве Н.И. Викторовӑн 2007 ҫулта тухнӑ «Вспоминая былое» кӗнекинчен илнӗ.
1959 ҫулхи январь уйӑхӗнче Канашри вакунсем юсакан завод начальникӗ В. Кузнецов мана хӑй патне чӗнтерчӗ: «Рабочисем пурӑнакан поселока газ кӗртме сӗнеҫҫӗ, сана ҫак ӗҫе мӗнле пуҫласа ямаллине, шӗветнӗ газа ӑҫтан тата мӗнле майпа илсе тӑмаллине, пӗтӗм ӗҫ-пуҫ мӗн чула кайса ларнине тӗпчесе пӗлме хушатӑп», – терӗ вӑл. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче тахҫан участок пульници пулнӑ. Унта поликлиника та, стационар уйрӑмӗсем те пулнӑ. Ҫав ҫурт кивелнӗ, ӑна юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Кивӗ ҫуртра сивӗ, хӑтлӑ мар пулнӑ. Пациентсенчен те ҫӑхавсем тӑтӑшах килнӗ. Экспертсем ҫурта юсанин усси ҫук тесе пӗтӗмлетнӗ. Ҫитменнине, ялта ҫыннисем те сахалланса юлнӑ. Ҫавна май ялта тухтӑр амбулаторийӗ, хӑйне евӗр микрополиклиника, тума йышӑннӑ. Ун валли 35 ытла миллион тенкӗ кирлӗ. Аукциона выляса илнӗ подрядчик никӗсне яма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ амбулаторие ҫитес хӗл валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Унта 1,5 пин ытла ҫын ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ял пурнӑҫӗ
1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ. Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм. Ӗҫ-пуҫ 1752 ҫулта пуҫланнӑ. Мосоловсен савутӗнче тимӗр шӑрантарас ӗҫпе аппаланма Ҫӗрпӳпе Сӗве уесӗнчи 166 чӑваш тара кӗнӗ. Вӗсене тӳрех 7 тенкӗ аванс тыттарнӑ, ҫулталӑкра 18 тенкӗ тӳлеме пулнӑ (авансӗ те унта кӗнӗ). Ӗҫленӗ-ӗҫленӗ пирӗн асаттесем... Ҫулталӑк ҫапла иртнӗ. Хайхи киле таврӑнас тенӗ те — савут хуҫисем ямаҫҫӗ иккен. Укҫине те тӳлемеҫҫӗ. Тепӗр май каласан вӗсене чура шайӗнчех тытнӑ пулас. Ҫапла май 1755 ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне савут хуҫисем чӑвашсене 1749 тенкӗ парӑма кӗнӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() t.me/pcheb_21 каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ачасем урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ. Ҫавна видео ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче лартса тухнӑ. Чӑн та, пӗр енчен, ачасем урамра, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳренӗшӗн, савӑнмалла. Анчах, тепӗр енчен, урам каток пулса ларни ятарлӑ организацисем ҫав ҫула епле тытса тӑнине кӑтартса парать. Сывлӑш температури улшӑнса тӑнӑ чухне ҫул-йӗр пӑрланса ларать-ха, анчах урамри ҫула яваплисем хӑйӑр-тӑвар тавраш пӗртте сапмаҫҫӗ-ши? Пӑрланса ларнӑ ҫулпа утса иртме те, транспорта ҫӳреме те хӑрушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ял пурнӑҫӗ
Аслӑрах ҫулхисем ас тӑваҫҫӗ пулӗ-ха: иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенче Шӑмӑршӑ пасарӗ эрнекун редакци ҫумӗнчи лавкка патне пуҫтарӑнатчӗ. Пасар теме те ҫукчӗ пуль ӑна: хальхи пек таҫтан-таҫтан килнӗ сутуҫӑсем кӗпе-тумтир, атӑ-пушмак, ытти ӑпӑр-тапӑр сутман. Пӗрре ҫапла редакцири ман пӳлӗме самаях ватӑ хӗрарӑм кӗчӗ. — Качака туянасшӑн та, хӑшне суйласа илмеллине пӗлместӗп. Мана таса ӑратли кирлӗ, кунне 2-3 литр ҫеҫ параканни ан пултӑр. Редакцире ӑслӑ ачасем ӗҫлеҫҫӗ, пулӑшӑр-ха мана. Мӗн калас кун пек чух? Ял хуҫалӑх пайӗн ертӳҫи Арсений Бараев та ҫухалса кайрӗ: хӑйӗн ӗмӗрӗнче те вӑл качака усраса курман. Тата виҫпӳртсем ҫак выльӑха пачах та хисеплемеҫҫӗ иккен. Ҫапах та ватӑ ҫыннӑн ыйтӑвне шута илсе ӑна пулӑшмаллах. Редакцин ниҫта та ҫырса хуман ҫак саккунӗ ҫапла. Вара Арсений Васильевич ял хуҫалӑх управленине шӑнкӑравларӗ: — Эпӗ качакапа специалист мар ҫав, — хуравларӗ тӗп зоотехник. — Ветеринарсенчен ыйтӑр. Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене сиплекенсем те пулӑшмарӗҫ. Хайхи нушапа килнӗ карчӑка Иван Юманов корреспондент пулӑшма килӗшрӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта темиҫе кун шыв пулманни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта башня ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемен, тепӗр кунхине пачах шыв уҫлама пӑрахнӑ. Ҫынсем ҫырма урлӑ кӗрт ашса тепӗр урама шыв ӑсма ҫӳренӗ е юр ирӗлтернӗ. Яла машинӑпа та шыв кӳрсе килнӗ. Башньӑна тӳрех юсама пуҫланӑ-ха. Анчах ҫав кунах шартлама сивӗ ҫанталӑк пуҫланнӑран ку ӗҫе каярах хӑварма тивнӗ. Халӗ Йӗкӗрварта лару-тӑру мӗнлерех-ха? Тинех халӑх сывласа янӑ. Ӗнер, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, вӗсене шыв панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шартлама сивве пула пӗр кун республикӑри 7 ял электроэнергисӗр юлнӑччӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта пурӑнакансем вара кун пек ҫанталӑкра шывсӑр нушаланаҫҫӗ. Ҫак ялти хӑш-пӗр урамри ҫынсем темиҫе кун шывсӑр лараҫҫӗ. Шыв башни юрӑхсӑра тухнӑ-мӗн. Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗрисем 30 градус сивӗре ҫырма урлӑ кӗрт ашса тепӗр урама шыв ӑсма ҫӳреҫҫӗ. Теприсем юр ирӗлтереҫҫӗ. Яла машинӑпа таса шыв кӳрсе килеҫҫӗ. Ялта шыв ҫукки пирки Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ пӗлет. Шыв башнине кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче юсама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи икӗ яла: Хусанушкӑньне тата Тури Ҫӗрпӳкассине — асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва кайсан асӑннӑ тӑрӑхри хастарсем пӗлсе килнӗ. Республика ертӳҫи паян йышӑну ирттернӗ. Ун патне Юлия Федорова тата Раиса Соколова пынӑ. Вӗсем икӗ яла ҫулпа ҫыхӑнтарас ыйтӑва хускатнӑ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра проектпа смета документацине хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫул сарма хушма укҫа уйӑрас ыйтӑва бюджета тишкернӗ чухне пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ҫӑла йӗркене кӗртнӗ тата пӗвене тасатнӑ. Кун валли хӑйсен кӗсйинчен укҫа кӑларнӑ. Ҫӑл юсавсӑр пулни кӑмашасене тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл арканса пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ. Ҫавна май ялти хастар ҫынсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Арҫынсем ҫӑла хӑйсен аллипе юсанӑ. Халӗ вӑл усӑ курма юрӑхлӑ. Таса пӗве те ҫынсене савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш наци телекуравӗ тунӑ видео скринӗ Элӗкре пурӑнакансене кӗрт йыттисем канӑҫ памаҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла вӗсем чылай выльӑха тӑлласа вӗлернӗ. Чӑваш наци телекуравӗ вырӑна ҫитсе сюжет ӳкернӗ. Ҫурлан 19-мӗшӗнче Ирина Александрова 4 качакине уя тухса кӑкарнӑ. Хӑй йӑран ҫумлама таврӑннӑ. Качакисене йытӑсем тапӑнни пирки ӑна кӳрши пӗлтернӗ. Ҫав кун унӑн икӗ качакине йытӑсем тӑлланӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫапкаланчӑк 4 йытӑ ӗнесене те тапӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем пӗр уйӑхра 20 пуҫ выльӑха тӗп тунӑ. Элӗксем ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне, полицие, прокуратурӑна ҫитнӗ. Анчах татӑклӑ хурав кӗтсе илеймен. Ҫынсен шухӑшӗпе, йытӑсем инҫех мар вырнаҫнӑ сӗт-ҫу савутӗнчен килеҫҫӗ. Анчах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем савутӑн мар, вӑл унта хӑй кайса тӗрӗсленӗ. Апла-и, капла-и - хальлӗхе йытӑсене никам та тытмасть, Элӗксем вара шар кураҫҫӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |